Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ

Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынна урнӑ тилӗ уринчен тата аллинчен ҫыртнӑ. Арҫын ӑна пӑвса вӗлерме хӑтланнӑ, унтан мӑлатукпа ҫапса вӗлернӗ.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗ арҫынна раштавӑн 9-мӗшӗнче тапӑннӑ. Вӑл картишрен урама тухнӑ та кил умӗнче чупакан тилле курнӑ. Лешӗ кӗтмен ҫӗртен арҫынна тапӑннӑ, сулахай уринчен ҫыртнӑ. Арҫын ӑна мӑйӗнчен тытса пӑвма пуҫланӑ. Тилӗ вилнӗ тесе ӑна ҫӗре хунӑ.

Анчах чӗрчун тӑна кӗнӗ те каллех арҫынна тапӑннӑ. Хальхинче вӑл ӑна сулахай ал лаппинчен ҫыртнӑ. Унта ҫӑраҫҫи ҫыххи пулнӑ. Кӗрешӳре тилӗ ҫав ҫыхха та ҫӑтса янӑ. Унтан тарнӑ. Анчах сетка картаран хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫапла арҫын ӑна мӑлатукпа ҫапса вӗлернӗ.

Картаран ҫакӑнса тӑракан вилӗ тилле специалистсем ӑна ветеринари лабораторине раштавӑн 10-мӗшӗнче илсе ҫитернӗ. Тепӗр кун тилӗ урнӑ чирпе чирлени палӑрнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Йӗпреҫре юсав хыҫҫӑн ача пахчи уҫӑлнӑ. 300 ытла ача ҫакна ҫур ҫул кӗтнӗ.

«Асамат кӗперӗ» ача пахчине 1985 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна юсаман. Тӑрри тата умӗ питӗ кивелнӗ, шалта та юсав ӗҫӗсем кирлӗ пулнӑ. Республика хыснинчен ҫак тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ача пахчине юсамашкӑн ҫӗртме уйӑхӗнче хупнӑ. Анчах ӗҫ вӑраха кайнӑ. Ӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ юсама тытӑннӑ. Ӗҫе улӑштарма та тивнӗ: сметӑна тата проекта ылмаштарнӑ. Ҫапах строительсем ӗҫе вӑхӑтра вӗҫленӗ.

Юсав вӑхӑтӗнче ачасен урӑх ача пахчисене вырнаҫтарма тивнӗ. Хӑшӗ-пӗрин килте ларнӑ. Ҫӗнелнӗ ача пахчи вара пурне те савӑнтарнӑ: ҫӗнӗ тӑрӑ, умӗ, чӳречесене те ылмаштарнӑ.

Ачасем те тӑван ҫурта таврӑнма хавас пулнӑ. Унта Йӗпреҫрен тата ҫывӑхри ялсенчен 320 ача ҫӳрет.

 

Ял пурнӑҫӗ Уяв ирттермелли вырӑнсенчен пӗри
Уяв ирттермелли вырӑнсенчен пӗри

Шупашкар районӗнче Акатуй ӑҫта ирттермелли пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ара, ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушаҫҫӗ-ҫке ваттисем. Шупашкар районӗнче те ҫавӑн пекрех шухӑшлаҫҫӗ, ака-суха уявне ҫитес ҫул ӑҫта ирттермеллине ҫӗнӗ ҫулчченех палӑртасшӑн.

Аса илтеретпӗр, халӗ ӑна район центрӗнче малтанхилле йӗркелеме пӑрахрӗҫ. Кашни ҫул пӗр-пӗр ял тӑрӑхне ҫитеҫҫӗ. Анчах кирек хӑшне те мар, ҫулталӑк хушшинче епле ӗҫленине кура. Кӑҫал Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ лайӑхрах ӗҫлесе ҫак чыса тивӗҫнине палӑртнӑ.

Халӗ вырӑнтисем Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче хӑш тӗлтерех уявласси пирки пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Яваплисем виҫӗ вариантран пӗрне суйлӗҫ: е Хыркассине, е Кӗҫӗн Сӗнтӗре, е Атӑл ҫыранӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Виҫӗ юман» пахчаҫӑсен юлташлӑхӗ патӗнчи лапама.

 

Ял пурнӑҫӗ

75 ҫулти старикӗн кӳршине пула вӗлле хурчӗсемсӗр тӑрса юлма тивнӗ. Хӗрарӑм судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ пахчара ватӑскер вӗлле хурчӗсене саккунсӑр майпа лартнӑ.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ ӑна вӗллесене пуҫтарса хума пӗрре мар каланӑ. Анчах 75 ҫулти арҫын ҫакна хӑлхана чикмен. Хӗрарӑма вӗсем пахчара ӗҫлеме, канма чӑрмантарнӑ-мӗн.

Улатӑр район хӗрарӑмӗ питӗнчен вӗлле хурчӗ сӑхсан чӑтайман курӑнать — суда кайса ыйту ҫырнӑ. Суд вара арҫынна вӗллесене пуҫтарттарма йышӑннӑ.

Суд приставӗ арҫынна йышӑнӑва пурнӑҫламасан 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттересси пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах арҫын ҫакна кӗттермен, вӗллесене пуҫтарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Вадим Ефимов ӗҫ мӗнле пынине курма килнӗ
Вадим Ефимов ӗҫ мӗнле пынине курма килнӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӗшӗн Культура ҫулталӑкӗ ӗмӗрлӗхе асра юлӗ. Кӑҫал унта ку ҫулталӑк ырӑ ятпа ҫырӑнса юлӗ. Кукашнире ҫӗнӗ культура ҫурчӗ кӗҫех хута каймалла.

Паян ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов культура ҫуртне епле хӑпартнипе паллашнӑ. Министр килес умӗн ҫурт тӑвас ӗҫе вӑхӑтлӑха чарнӑ. Ара, ӗҫ кӗҫех вӗҫленмелле те. Шалти ӗҫсене раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ валли вӗҫлеме палӑртнӑ.

Вадим Ефимов культура ҫуртне туса пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна хальхи йышши сасӑ тата ҫутӑ техникин тӗрлӗ хатӗрӗпе тивӗҫтерес ыйтӑва пӑхса тухассине палӑртнӑ.

Кукашни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Емельянова Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илессе шанать.

 

Ял пурнӑҫӗ Юрий Орлов ҫыхнӑ карҫинккасем
Юрий Орлов ҫыхнӑ карҫинккасем

Куславкка районӗнчи Тӗмшер ялӗнче ӗлӗкех карҫинкка хатӗрлекен эртел пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн тӗмшерсем юнашар регионсене ҫыхнӑ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ.

Тӗмшерте пурӑнакан Юрий Орлов карҫинккасене ҫынсем валли ҫыхать. Вӑл хӑйӗн хатӗрӗсем пирки сехечӗ-сехечӗпе калаҫма хатӗр. Унӑн йӑхӗ ку ӗҫпе аппаланнӑ. Юрий Орлова йывӑҫпа ӗҫлеме питӗ килӗшет. Ҫулла вӑл платникра вӑй хурать, чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа пушчен карҫинкка ҫыхать. Ҫапла майпа пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илет.

Паллах, сахал мар тар тӑкмалла. Пӗр карҫинккашӑн 350-450 тенкӗ илет. Анчах ӑна кӗсьене чикес тесен кунӗпе ӗҫлемелле. Унӑн ҫӗмйинче ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗ йӑхран йӑха куҫнӑ. Юрий Орловӑн ачисем те карҫинкка ҫыхма пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем урӑх ҫул суйланӑ. Ӑна арӑмӗ пулӑшать.

Карҫинккасем патне кӳршӗ регионтисем те килӗҫҫӗ-мӗн. Ара, ку ялта 11 ҫемье карҫинкка ҫыхать вӗт. Ӑна хатӗрлемелли хӑвана вӗсем Энӗш хӗрринче хуҫаҫҫӗ.

Карҫинкка ҫыхакансем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, пурӑна-киле ку ӗҫ манӑҫа тухма пултарать-ҫке-ха. Ҫавӑнпа вӗсем ҫамрӑк ӑрӑва ҫак ӗҫе тӳлевсӗр вӗрентме хатӗр.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ Васильевсен ҫӗнӗ пӳрчӗ
Васильевсен ҫӗнӗ пӳрчӗ

Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Яманчурел ялӗнче пурӑнакан Петрпа Ирина Васильевсем ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине илнӗ. Васильевсем 5 ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ, кӗҫӗх улттӑмӗшӗ ҫут тӗнчене килмелле.

Ҫурта хӑпартмашкӑн федераци хыснинчен 3415,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурт пӗтӗмпе 127,5 тӑваткал метр. Строительство бригади икӗ хутлӑ ҫурта кӗске вӑхӑтрах туса пӗтернӗ.

Кунта халӗ пурин валли те вырӑн пур. Пӳлӗмсем хӑтлӑ, ӑшӑ тата сивӗ шыв, канализаци пур. Нумай ачаллӑ ҫемьене ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑмпа саламламашкӑн тӳре-шара килнӗ.

Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ермакова Николай Смирнова, строительство бригадине ертсе пынӑскере, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн пурте пӳрте кӗнӗ. Унта пултарулӑх ушкӑнӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Сӑнсем (47)

 

Ял пурнӑҫӗ

Ялта чиркӳ пурри халӑхшӑн паха. Анчах Совет тапхӑрӗнче чылайӑшне ҫӗмӗрнӗ. Ҫав вырӑнсенче халӗ пуш-пушӑ. Хӑшӗ-пӗри чиркӗве ҫӗнӗрен хӑпартма талпӑнать.

Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем ялта хӑйсен вӑйӗпе чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта та чиркӳ пулнӑ-ха, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ӑна 1937 ҫулта ишсе антарнӑ.

Кун хыҫҫӑн ял халӑхӗ 77 ҫул юнашар ялти чиркӳсене ҫӳренӗ. Кӑҫал акӑ вӗсем никӗсе янӑ. Ҫак ӗҫе чылай ҫын хастар хутшӑнать: Николай Матренин, Василий Сергеев, Николай Кузнецов, Юрий тата Анатолий Кузнецовсем. Вӗсем пулӑшнипе строительство ӗҫне пуҫӑнмашкӑн укҫа пухӑннӑ.

Ҫулла ял халӑхӗ пӗренесене хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче строительство бригади стенасене туса пӗтернӗ те тӑрӑ ҫине куҫнӑ. Храма унчченхи вырӑнтах ҫӗклеҫҫӗ.

Чиркӗве ҫӗклемешкӗн Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем кӑна мар, ыттисем те пулӑшаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Николай Прокопьев фермер Шорккари ватӑсемпе
Николай Прокопьев фермер Шорккари ватӑсемпе

Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене кӳрекен центрӑн Шорккари вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнчи ватӑсене пӗр фермер утӑ пырса панӑ. Мӗн тума тетӗр-и? Унти хушма хуҫалӑхра хӗлӗн-ҫӑвӗн выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Ку ӗҫре чи йывӑрри — выльӑх апачӗ хатӗрлесси тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ центр.

Выльӑх апатне хатӗрлеме социаллӑ ӗҫченсем кӑна мар, ватӑсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхри Н.П. Прокопьев фермер вара вара пахча-ҫимӗҫ, ҫӗр улми, тыр-пул парса та пулӑшать. Кӑҫалхи кӗркунне Николай Прокопьевич 500 кг фуражпа 300 кг тырӑ уйӑрнӑ, нумаях пулмасть икӗ рулон утӑ пырса панӑ.

Сӑнсем (2)

 

Ял пурнӑҫӗ Ҫӗнетнӗ кӗпер
Ҫӗнетнӗ кӗпер

Япалана пӑхса тӑмасан, ҫӗнетмесен вӑл кивелет те юрӑхсӑра тухать. Ҫакна уйрӑмах ял ҫынни лайӑх ӑнланать.

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Шӑхальте нумаях пулмасть Шарапаш юханшывӗ урлӑ Сарапай ҫӑлкуҫӗ патне илсе ҫитерекен кӗпере юсанӑ. Тӗрӗссипе, кӗпере нумаях пулмасть тунӑ. Анчах аслӑ шӑхальсен инкек пулнӑ: ватӑ йӑмра ӳкнӗ те кӗпере ҫӗмӗрнӗ.

Аслӑ Шӑхальсем каланӑ тӑрӑх, ҫулла ун урлӑ каҫса ҫӳреме май пулнӑ-ха. Анчах ҫанталӑк сивӗтнӗ май кӗпер ҫинче шуса ӳкес хӑрушлӑх ӳснӗ.

Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ те. Ял тӑрӑхӗн администрацине Владимир Мартынов ҫитнӗ те кӗпере юсасси пирки калаҫу пуҫарнӑ. «Хам та ӗҫлеме тухӑп», — тенӗ Николай Петрович.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ кӗпер валли каштасем тупса парсан Владимир Мартыновпа Николай Федоров икӗ кунра кӗпере юсаса хунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, [51], 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, ...71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 01

1869
156
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ.
1943
82
Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть